Географи координачĕсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Географилле координатсем — чакăл йĕрĕн тайăлăвне шута илмен чухнехи геодезилле тата астрономилле координатсен пĕтемлетÿлле ăнлавĕ[1]. Урăхла каласан, географилле координатсене палăртнă чухне Çĕр кĕлеткине чăмăр (сфера) тесе шутлаççĕ.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Координатсем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Географилле координатсем хăйсем уйрăм пăнчăн Çĕр çийĕ çинчи е, анлăрах пăхсан, географилле йăлхахри вырăнне палăртаççĕ. Кунта сферăлла координатсен принципĕ вăйра тăрать. Çакăн аналогийĕпех ытти планетăсем çинчи тата тÿпе сфери çинчи координтсен тытăмне те йĕркелеççĕ[2].