From Wikipedia, the free encyclopedia
Га́нза (ним. Hanse, ав.-тури-ним. Hansa, тӳррĕн «ушкăн», «пĕрлешӳ») — — Балти тинĕсĕнче, кăштах Çурçĕр тинĕсĕнче тата Çурçĕр Европăн чылай пайĕнче суту-илев монополине XIII - XVII ĕмĕрсен тапхăрĕнчи йĕркелесе тытса тăнă купса гильдисен вăрçă-суту-илев пĕрлешĕвĕ. Хăш чухне ăна Ганза пĕрлешĕвĕ теççĕ.
Историксем яланах Ганза пулса тăнине Любек çурçĕр нимĕç хулине никĕсленипе çыхăнтараççĕ. 1158/1159 çулсенче Генрих Лев Саксони херцăкĕ Шауэнбургпа Гольштейн графĕнчен туртса илнĕ те хула туса лартнă.
Балти çинче сутă-илӳ тăвасси, вăрçă-харçă малтан та чылай пулнă (Викингсем пăхăр) — тĕслĕхрен, Готланд утравĕнчен тухнă тинĕс çӳревçисем Новгорода — анчах та Балти тинĕсĕнчи тĕнче экономика çыхăнăвĕсен масштабĕ Ганза хăватлансан анлăланса каять.
Нимĕç хулисем Балти тинĕсĕнчи сутă-илӳре тепĕр çĕр çуллăхра çӳле хăпарса каяççĕ те Любек Балтипе Çурçĕр тинĕсĕсем таврашĕнчи патшалăхсен сутă-илӳ центрĕ пулса тăрать. XV ĕмĕрте Любек чи мăнаç хăвата çитет.
Саксонипе Вестфали сутăçĕсемшĕн тухăçалла тата çурçĕрелле аталанас тĕлпе Любек паллă вырăн йышăнать. Hanse сăмаха документ çине кĕртичченех (1267), купсасем çак хулара тинĕс лешьен хулисемпе, уйрăмах Балти тинĕсĕн тухăç пайĕнче сутă-илӳ тума гильдисене е «ганзасене» йĕркелеме тытăннă, йывăç, ăвăс, янтарь, сăмала, мамăк, тир, ыраш, тулă тавара континент варрринчен баражăсемпе порт пасарĕсене турттарма шутласа хунă.
Висбю хули Балтикăра Ганза йĕркеленничченех сутă-илӳн паллă центрĕ шутланнă. 100 çул хушши нимĕçсем Новгорода Готланд ялавĕпе çӳренĕ. Висбю купсисем Новгородра контора никĕсленĕ. Малтан нимĕçсем Готландсен Gutagard урлă ĕçленĕ. Çав тери нумай сутăсем килме пуçласан готландсем юханшывран шаларах уйрăм контора туса лартнă.
Пĕрлешĕве XII ĕмĕрте йĕркелесе янă. Ун чухне купсасен тата сутă-илев ушкăнĕсен пĕрремĕш пĕрлешĕвĕ чăмăртаннă.
Любек хули Балтика Çурçĕр тинĕсĕсенчи пулă тытмалли вырăнсемпе çыхăну тытнă май, 1241 çулта Гамбургпа татăлу хучĕ çырнă. Гамбург хăй май Люнебург хулин тăвар сутă-илӳ çулĕсене пăхса тăнă. Пĕрлешлĕ хуласен аллине тăварланă пулă сутă-илӳ ĕçĕсем лекнĕ, уйрăмах Сконе пасарĕ урлă пыраканнисем; 1260 çулта пĕрлешĕве Висмар, Росток тата Кёльн хулисем хушăннă.
«Нимĕç Ганзи», е «аслă Ганза» термин 1356 çулта çуралнă. Çавăн чух ганзей хулисем хăйсен ĕçĕсемшĕн пĕрле кар тăнă.
Тĕплĕнрех Ганза хулисен шутне Гамбург, Бремен, Кёльн, Гданьск (Данциг), Рига тата урăххисем те (пурĕпе: 60-80) Любек хули ертсе пынипе — 1367—1370 çулсенче йĕркелесе янă.
Ганза хăйĕн уйрăмĕсене Брюгге, Лондон, Новгород, Берген тата ытти хуласенче уçнă. Ганза Европăн тухăç, анăç тата çурçĕр çĕрĕсене Балтика тата Çурçĕр тинĕсĕсем урлă сутă-илев ĕçĕсене хастар çыхăну тытма пулăшнă. Ганза Пĕрремĕш мĕнпур пухăвĕ 1367 çулта пулса иртнĕ.
XIV — XV варринче Ганза питĕ çӳле хăпарса пынă, вăл вăхăтра 160 яхăн хула çав ушкăна хутшăннă. Ганза ушкăнĕн кун-çулĕ 500 çул ытла, 1669 çулчен тăсăлнă.
Ганза сутă-илев япалисем — Балти çĕршывĕсенчен, Скандинавирен, Руçрен тухнă: тырă, меха, сăран, тăвар, пулă, сало, пыл, воск, кĕмĕл тăпри, йывăç тата йывăç япалисем — сăмала, тикĕт тата урăххи те. Анăçран пусма, пир-авăр, металл хатĕр-хĕтĕрĕ, эрех, капăрлăх япали, техĕм-юрма тиесе сутма пынă.
Пур йывăр ĕçĕсене Ганза элчисен пуххисенче уçса панă. Пухăвĕсене Любекра ирттернĕ. Ганзей хулисенче купсасен патрициачĕ хуçаланнă. Ганза пĕрлешĕвĕ политикăллă хуçалăх пулнă, хăй Германи империн пайĕ шутлансан та, ертсе пыракан органсăр, пĕрлĕ хыснасăр, çарсăр пулнă. Хăшпĕр хулисем çеç флот тытса тăнă. Ганза вăрçăсене хутшăннă, тĕслĕхрен, Данипе (1367—1370), ăна çĕнтернĕ. Анчах та хуласем хушшинчи ăмăрту-тавлашу пирки, халăхра социаллă юхăмсем хăпарса кайнипе XV ĕмĕр варринче Ганза шайĕ ӳкет. Çапах та тĕп сăлтавĕ — Англипе Нидерландсен сутă-илев енĕпе тавлашса ăмăртни. 1478 çулта ганзей купсасене Новгородран хăваласа кăларса янă.
Европăна Америкăпа тата Индипе çыхăнтаракан (Атлантика океанĕ урлă) çĕнĕ тинĕс çулĕсене уçнă хыççăн Ганза хăйĕн рольне çухатнă. Ганзей хулисен юлашки пухăвĕ 1669 çулта пулса иртнĕ.
Ганза хулисем çак ушкăнсене пайланнă:
Ганза пĕрлешĕвĕ Викиампарта? |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.