Вутă
From Wikipedia, the free encyclopedia
Вутă — çутăпа ăшă тумашкăн кăмакара, кăвайтра çунтармалли йывăç татăкĕ.
Раççейре вутă пахалăхне ГОСТ 3243-88 йывăç тĕсĕпе, тăршшĕпе, варринци çĕрĕкĕн лаптăкĕпе (урлă каснă лаптăкĕн проценчĕпе), çĕрĕк йывăçсен пайĕпе (урлă каснă лаптăкĕн 30 - 65 % çĕрĕк) тата туратсен юлашкин çӳллĕшĕпĕ нормăллаççĕ.
Хурăн вутисем чи хĕрӳллисем шутланаççĕ, ăвăс вутти - чи сивви.