From Wikipedia, the free encyclopedia
Курт Во́ннегут кĕçĕнни (акăл. Kurt Vonnegut; чӳк, 11 1922, Индианаполис — ака, 11 2007, Çĕнĕ Йорк) — американ çыравçи, сатирик; юлашки вăхăтра — ӳнерçĕ, 2001—2003 çулсенче «Çĕнĕ Йорк штачĕн çыравçи» ята тивĕçнĕ.
Курт Воннегут | |
Kurt Vonnegut | |
Çуралнă вăхăт: | Чӳк, 11, 1922 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Индианаполис, АПШ |
Вилнĕ вăхăт: | Ака, 11, 2007 |
Вилнĕ вырăн: | Çĕнĕ Йорк, АПШ |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | прозăç, эссейçĕ |
Пултарулăх çулĕсем: | 1950—2005 |
Тĕлĕ: | постмодернизм |
Жанр: |
сатира, научная фантастика |
Дебют: | «Механическое пианино» (1952) |
www.vonnegut.com | |
Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем | |
Курт Воннегут Индианаполисра çуралнă, романĕсенчи ĕçĕсем çакăнти вырăнсемпе çыхăннă. 1941 — 1943 çулсенче Воннегут Çĕнĕ Йорк штатĕнчи Корнелл университетĕнче (Cornell University) вĕреннĕ, унта вăл студентсен Cornell Daily Sun хаçатĕнче колонкăна ертсе пынă, хими ăслăлăх пĕлӳне илнĕ. Перл Харбор портне япунсем атакăланă хыççăн, ирĕк кăмăлпах АПШ хĕçпăшаллă вайĕсене кĕнĕ те Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă.
1944 çулта Воннегут нимĕç çарĕсен Арденнри хирĕçле тапăну операцинче тыткăна лекет, 1945 çулхи нарăсăн 13—14-мĕшĕсенче, тыткăнри тапхăрта тăмăрсен авиацийĕ Дрездена бомбăланине курать. Çиччĕ американ вăрçă тыткăнĕ, весем хушшинче Курт Воннегут, Дрезденри çак тамăк вут-кăварĕнче чĕррĕн юлаççĕ. Унăн чун-чĕринчи пăшăрханăвĕсем чылай пултару ĕçĕсенче, автор ятне чаплăха хăпартнă «Пиллĕккĕмĕш бойня, е Ачасене хирĕç хĕрес харçи» романĕнче, хунав яраççĕ. Воннегута Хĕрлĕ Çар 1945 çулхи çу уйăхĕнче ирĕке кăларать.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.