From Wikipedia, the free encyclopedia
Вепссем, — Карелипе Санкт-Петербургра пурăнан финн-укăр халăхĕ. Вепс чĕлхипе калаçаççĕ. Халăх йышĕ 12 пине яхăн çын. Чи çывăх халăхсем — карелсем, финнсем, эстонсем.
Вепссем | |
Вепс наци вулăсĕн ялавĕ | |
Тăван ячĕ | vepsä, vepsläižed, lüdinikad |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Пурӗ: 6400
| |
Чĕлхе | вепс, вырăс |
Тĕн | ытларах православи |
Кĕрет | Финн-укăр халăхĕсем |
2002 çулхи халăх çыравĕпе Раççейре 8240 вепс пурăнать. 1989 çулта 12 пин, 1959 çулта 16 пин пулнă. Ача сахал çурални çеç халăх çухалса пынин пĕртен-пĕр сăлтавĕ пулма пултараймасть.
Вепсем паянхи куна та патшалăхăн кирек епле ĕлки те çук. Автономие тăвас шухăшпа, 1920-1930 çулсенче вепс районĕсене йĕркеленĕ (Ленинград облаçĕнчи Винница районĕ, Карели республикинчи Шелтозеро районĕ). Çак районсенче шкулта вепс чĕлхипе вĕрентнĕ. 1994 çулта Карели республикинчи Онега районĕнче Вепс Наци вулăçне туса хунă. Анчах та тепĕртакран ăна та пăрахларĕç.
Вепс чĕлхи финн-укăр чĕлхи, балти-финн ушкăнне кĕрет. Алфавичĕ — латиница никĕсĕпе. Статусĕ - хăрушлă. Калаçакансен шучĕ ӳксех пырать, сахал кĕнеке пичетлеççĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.