Вăтам Ази
From Wikipedia, the free encyclopedia
Вăтам Ази (кивĕ ячĕ — Туркестан): 1) Физикăпа географи енчен Раççей Империйĕн, кайран СССР-н Тĕп Азири патшалах пайĕ. Ун шутне плато Устюрт, Туран айлăмĕ, Тургай плато, Казах сăртлăхĕ, ту пайĕсем: Копетдаг, Памиро-Алай, Тянь-Шань, Джунгарский Алатау, Саур тата Тарбагатай кĕреççĕ.
2) Политикăпа географи шутĕнчен Вăтам Ази — Ӳспекстан, Киргизи, Туркменистан, Таджикистан Хăш чух Казахстана та хушаççĕ).
3) СССР-та «Вăтам Ази экономика районĕ» шутĕнче Ӳспек, Киргиз, Туркмен тата Таджик ССР-сем пулнă (Казах ССР-ĕ уйрăм экономика районĕ шутланнă).
Кăнтăрпа тухăçран Вăтам Азине тусем хупăрлаççĕ, çавăнпа Иранпа, Афганистанпа тата Китайпа çыхăнма йывăр пулать, ( Пакистанпа Инди патне тухма та çăмăл мар, Инди океанне те тухмалли çук).