Вăрман касни
From Wikipedia, the free encyclopedia
Вăрман касни, вăрман ĕçлени — вăрманти йывăçсене, тĕмĕсене е лианăсене касни, иртни. Çурт-йĕр тума йывăç кирлĕ материал валли чĕртавар илмешкĕн, çаплах ытла чăтăхланса кайнă вăрмана малашне çитĕнме сайралатма тата унăн продукциллĕхне ӳстермешкĕн касаççĕ. Çавăнпа та çак ĕçхĕле тăватă пая уйăраççĕ: тĕппипе усă курас тесе, тирпелесе касни, санитарли тата комплексли. Тĕпрен каснă хыççăн яланах çамрăк вăрман лартаççĕ.