From Wikipedia, the free encyclopedia
Бретонь чĕлхи (брет. brezhoneg) инди-европа чĕлхе çемьин кельт ушкăнне кĕрет, çав тери валли, корн (уйрăмах юлашкине) çывăх тата галл чĕлхипе тăван чĕлхе. Францин çурçĕр-анăçĕнчи Бретаньре, ытларах Финистер (Penn ar Bed) департамĕнче тата Кот-д’Армор (Aodoù-an-Arvor) тата Морбиан (Mor-bihan) департаментсен анăçĕнче саралнă.
Бретонь чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Brezhoneg |
Патшалăхсем: | Франци |
Регионсем: | Бретань |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Инди-европа çемьи | |
Çырулăх: | латиница |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | br |
ISO 639-2: | bre |
ISO 639-3: | bre |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Бретонь чĕлхинче тăватă тĕп диалект:
Бретонсем хальхи Франци территорине V ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Британин кăнтăр çĕрĕнчен куçса килнĕ, унтан вĕсене анкăлсакссем пĕрмай тапăннине чăтаймасă тарнă. IX ĕмĕртех бретонсем пĕтĕм çурутрава, кăнтăрта Луарăн вăрринчен пуçласа çурçĕрти Мон-Сен-Мишель районне çити йышăннă. Малашнехи ĕмĕрсенче бретонь чĕлхин чикки анăçалла куçать. Бретонь чĕлхи пирки тĕплĕ хыпарсене вăтам бретонь тапхăрĕнчен (XI ĕмĕртенпе, XIV ĕмĕртенпе палăксем — çак вăхăтчен глоссемпе пайăр ятсем çеç юлнă) сыхланса юлнă. Хăйĕн пĕтĕм кун-çулĕнче бретонь чĕлхине франци чĕлхи хĕстернĕ. Вăтам емĕрсенче бретонь литератури пуян шутланнă, унăн йăли XVII ĕмĕрте кăна пăчланать. Бретань хăйĕн официаллă автономи статусне çухатсан, бретонь чĕлхи ял тăрăхĕсенче çеç упранса юлать, хуласенче франци чĕлхи XVIII ĕмĕрте çӳле хăпарса каять. Бретонь чĕлхинчи ӳкĕт ĕç-хелне тахçанах пуçланă пулнă, çавăнпа та чиркӳ кĕллисене чылай хушă тăван чĕлхепе ирттернĕ. Бретаньри пĕтĕм пĕлӳлĕхе XIX ĕмĕрте кăна ĕçе кĕртнĕ, анчах та ăна францилле тусапынă, бретонь чĕлхине вара пĕтĕмпех чарса хунă (шкулсене «Сурчăк сурма тата бретоньле калаçма юрамасть» тесе çырни пулнă). Çав чухнех бретонь чĕлхипе фольклорпа кăсăкланасси ӳссе пырать, çак ĕçе пуçараканĕ хальхи бретонь литература чĕлхине тăваканĕ Жан-Франсуа Ле Гонидек пулнă.
Хальхи тапхăрта бретонь чĕлхи çухалма патнеллех çитнĕ: калаçакансем — ватă çынсем, челхене çамрăк ăру йышăнмасть. Çав чухнех бретоньле литература, радио- тата телекалаçу тухать, бретонь чĕлхине вĕрентекен «Диван» (diwan) шкулĕсем ĕçлеççĕ. Çак шкулсем харпăр статуслă, мĕншĕн тесен 1994 çултанпа Тубон саккунĕпе (франци чĕлхине тулаш сĕмĕнчен хӳтĕлес тĕллевпе йышăннă) патшалăх франк-чĕлхиллĕ шкулсене çеç укçапа тивĕçтерет.
Бретонь челхине чĕрĕлтерес енĕпе вăй хуракан энтузиастсем умĕнчи йывăрлăхсем — орфографин виççĕрен сахал мар варианчĕ: KLTG, е «пĕрлештернĕ» орфографи (peurunvan, е Zedacheg — zh диаграфли, вăл KLT диалекчĕсенче z тата ванн диалекчĕнче h палăртать); «университет» (skolveurieg), KLT тата ванн диалекчĕсен икĕ варианчĕ; тата этимологи принципĕпе тунă Ле Гонидек орфографине çывăх «диалектхушшинчи» (etrerannyezhel).
Бретонь чĕлхинче çак хупă сасăсем:
Консонантизмпа бретонь чĕлхи диалектсемпе чылай улшăнса тăрать. Çапла,ванн диалекчĕсенче [ɦ] сегмент, [r] нумай диалектсенче [ʀ] е [ʁ] пулса тухать. Ванн диалекчĕсенче уçăмсăр увуляр [χ] пур[1]. [l̥] евĕр уçăмсăр сонантсем хупă сасăсене кĕрекен диалектсем пур [2]. Çурçĕр хăш диалекчĕсенче ахаль [v] спиранчĕнчен вăрăммăшĕпе уйрăлса тăракан ятарлă [vh] спирант пур.
Çырулăхне латин алфавичĕн никĕсĕпе йĕркеленĕ, ытларах францилле тата сасăсен пайĕ франци чĕлхинчи пекех палăртусем :
A | B | CH | C’H | D | E | F | G | H | I | J | K | L | M | N | O | P | R | S | T | U | V | W | Y | Z |
a | b | ch | c’h | d | e | f | g | h | i | j | k | l | m | n | o | p | r | s | t | u | v | w | y | z |
c’h диграф [x], а ch — [ʃ] палăртать.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.