![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/e/e5/Iakinf_Bichurin.jpg/640px-Iakinf_Bichurin.jpg&w=640&q=50)
Бичурин Никита Яковлевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Иакинф Бичурин (Никита Яковлевич Бичурин, мăнах чухнехи ячĕ архимандрит Иакинф (1777 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕ, Типнер ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) — 1853 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕ, Санкт-Петербург); — монгол тĕпчевçи, — тăван çĕршывăн синологине никĕслеенсенчен пĕрри, раççей дипломачĕ, çулçӳревçĕ, китай чĕлхин пĕлевçи, тухăç тĕпчевçи, прозăçă, эссейçĕ, сăвăç[1][2]
Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн: ...
Иакинф | |
Никита Яковлевич Бичурин | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт: | 1777, авăн, 9 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Типнер ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1853, çу, 11 |
Вилнĕ вырăн: | Санкт-Петербург, Раççей империйĕ |
Ăслăх сфери: | Синолог |
Ĕç вырăнĕ: | Ази департаменчĕ |
Альма-матер: | Хусанри хакал академийĕ |
Паллă: | вырăс китай тĕпчевĕн никĕсне хураканнисенчен пĕри |
Чыславсемпе парнесем |
|
Закрыть
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/cv/thumb/5/54/Bichurin_N_Ya.jpg/320px-Bichurin_N_Ya.jpg)
Бичуринăн ăслăх ĕçĕсене Раççейре кăна мар, Европăра та çӳллĕ хакланă. 1828 çулта ăна Раççей ăслăхĕсен академийĕн пайташ-корреспондент шутне суйласа илнĕ. 1831 çулта Парижри Азири пĕрлĕхĕн йышне кĕртнĕ. 1834, 1839, 1843, 1849 çулсенче вăл Раççейĕн ăслăх шайĕнчи чи пысăк паллине, Демидов премине тивĕçлĕ пулнă.