Ашравçăсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ашравçăсем — новгород пирачĕсем, ытларах юханшывçисем. Çулçӳревсенче вĕсене поморсем е атăлçăсем тенĕ. Новгород купсисемпе боярĕсен укçисемпе хĕçпăшаллантарнă тĕкĕрте кĕнĕ ирĕқлĕ çынсем, ашрав-кимĕсем çине тиенсе Атăлпа Кама çине суту-илӳпе те, вăрă-хурахла çаратса та çӳренĕ. Çаплах новгород ашравçисем çурçĕр енчи юханшывсене хуралласа тăнă[1][2] — Новгород тата Вятка çĕрĕсенче XIV—XV ĕмĕрсенче новгород посадникĕн çар дружиникĕсем çурçĕр-анăç чиккисене сыхланă, хĕсметрен пушă чухне ашравçăсем сутăç пулса Атăлпа Камăна çити кайнă.