Ахурамазда
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ахурама́зда[1] (çаплах Аху́ра-Ма́зда авест. ahura-mazdā, груз. არმაზი, ав.-перс. ahuramazdā, эрм. Արամազդ, Aramazd, монг. ᠬᠤᠷᠮᠤᠰᠲᠠ, Хурмаст), Орма́зд е Орму́зд (пехл. ʾwhrmzd'), «Ăсчах-Турă» — авестăри турăлăх ячĕ, унăн пӳлĕхçи — Саратуштра — сăртăша никĕслекенĕ — хăйне пĕртен-пĕр турă тенĕ.
Авестăра Ахура-Мазда — пуçлăхсăр, вĕçĕ-хĕррисĕр çутăра, тăваканскер[2], мĕнпур япалана тунăскер[3] тата мĕнпур ырăлăха параканскер[4], пĕтĕмпех пĕлсе[5] майлаштараканскер тата тĕнчене тытаканскер, çаплах хăйсене авестăлла mazdayasna (тепĕр сăмахпа Маздăна чыслă усраса) текен сăртăшсен питĕ чыслă чи çӳлти объект.
Ахура-Мазда ывăлĕ — Аша (чăнлăх-тĕрĕслĕх), тепĕр сăмахпа, тĕнчене йĕркелесе пыракан саккун, тĕрĕслĕ çынна хӳтĕлекенскер тата унăн кăмăл-туйăмне хирĕç пулакан «суя-ултава» — усалпа аркатăва — хирĕç кĕрешекен пур ырă вăйсен пуçлăхĕ.
Кулленлĕхре юлашки сăнарĕнче (Фрашкард сăнĕ) вăл ытти мĕнпур ырă чунпа тĕнчене пĕтĕмпех тасатать.