![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/4/4f/Famine_in_Russia_1921.jpg/640px-Famine_in_Russia_1921.jpg&w=640&q=50)
Атăлçири выçлăх (1921—1922)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Атăлçири 1921-22 çулсенчи выçлăх — Раççейри граждан вăрçи вăхăтĕнчи большевиксем контролленĕ территоринчи выçлăх. Выçлăхăн чи массăллă та хаяр тапхăрĕ: 1921 çулхи кĕркунне — 1922 çулхи çуркунне. Официаллă статистикăпа, выçлăх 35 кĕпернене (Атăлçи, Кăнтăр Украина, Крым, Пушкăртстан, Казахстан, кăштах Уралçум тата Анăç Çĕпĕр) ярса илнĕ[1] ун чухне пурĕпе 90 миллион çын пурăннă, вĕсенчен выçлăха 40 миллионран сахал мар лекнĕ (официаллă совет хыпарĕсемпе — 28 миллион[1]).
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/4/4f/Famine_in_Russia_1921.jpg/320px-Famine_in_Russia_1921.jpg)
Выçлăха пула 5 миллиона яхăн çын вилнĕ.