From Wikipedia, the free encyclopedia
Антверпен (нидерл. Antwerpen, фр. Anvers) — Бельги хули, Антверпен провинцийĕн тĕпĕ.
Хула Шельда шывĕн икĕ енче вырнаçнă тинĕс порчĕ, тĕнчери вуннăлăх пысăк портсен шутĕнче.
Тĕрĕссĕн хулана хăçан никĕслени паллă мар, çапах та вăл VII ĕмĕрте пулнă. Брюгге XII ĕмĕрте таялнă пирки тата Сакăрвунăçуллă вăрçă хыççăн Антверпен Нидерландсен чи пуянлă сутă-илӳ хули пулса тăрать.
Пысăк промыçлă тĕпĕ: нефтехими, машинă тăвакан тата урăх промыçлăсем, атомлă энергетика.
Антверпен — алмазсене якатас тата сутас енĕпе тĕнчен тĕпĕ шутланать. Сутă-илӳ йăлисемпе, алмазсене якатас ĕçсене еврей ушкăнĕнчи çынсем хутшăнаççĕ.
Çутĕçĕн пысăк тĕпĕ — университет; темиçе аслă шкул.
Хăвăртлă автомагистралсем Антверпена Гентпа, Брӳссельпе, Хасселтпа тата Бредпа çыхăнтараççĕ. Антверпена хăвăртлă чукун çулсен шутне кĕртес енĕпе паянкун кунта ĕçсем тăваççĕ.
Хулари транспорт шутне автобуссем тата çӳлти тата çĕр айĕнчи трамвайсем (антверпенсем хăш чухне ăна «метро» теççĕ) кĕреççĕ. Пулас вăхăтра çĕр айĕнчи трамвая метро шутне кĕртмелле.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.