![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/a/af/East-Hem_600ad.jpg/640px-East-Hem_600ad.jpg&w=640&q=50)
Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ — «Юркăн импери», Азов тинĕсĕпе Танран Тянь-Шаньăн тухăç отрогĕсен çити, çурçĕр-тухăç Ĕнчĕ таран саралса выртнă унăн çĕрĕсем. Чăмартаннă вырăнĕ — Тулă ăрăвĕ пурăннă Джунгари çĕрĕ, нушипи йăхĕсем йышăннă Анăç Тянь-Шань пулнă, çак ăру-йăхсем 680 — 691 çулсенче пĕр-пĕринпе хаяр хирĕçнĕ. Хаканлăха Ашин ăрăвĕн ханĕсем тытса тăнă. Çурçĕрте хаканлăха кăпчаксем тĕрев панă.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/a/af/East-Hem_600ad.jpg/640px-East-Hem_600ad.jpg)
657 çулта хаканлăха Тан китай империейĕ çĕнтерсе илнĕ. Китай империйĕ ăна иккĕне пайланă.
704 çулта хаканлăхри влаçе тюргешсем ярса илнĕ. Çак самантран вара хаканлăх сӳнсе ларать.