Алтай чĕлхисем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Алтай чĕлхисем, — тĕрĕк, монгол, тунгус-маньчжур чĕлхисен ушкăнĕсене пĕрлештерсе тăракан малсăлтавлă[1] йыш (чĕлхесен çемйи, йышĕ). Вăл йыша хăш чухне çавăн пекех корей чĕлхине, татах та сайрарах — яппун-рюкю ушкăнĕнчи чĕлхесене кĕртеççĕ. Йыш ятне Алтай тăвĕсен ятне тĕпе хурса панă. Ку йыша кĕрекен мĕнпур чĕлхесен генетикăлла тăванлăхне (хуранташлăхне) ăславçăсем пурте йышăнаççĕ теме çук.
Йышри чĕлхесен перпеклĕхĕсем пурри яр уçă. Çак никама та иккĕлентермест. Анчах та ыйту ак çапла тарать: перпеклĕхсем чăн-чăн хурăнташлăхпа çыхăннă е историре пулса иртнĕ хире-хирĕçле витĕмсем хăйсен йĕрне хăварнă?