![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/53/Tschirnhausen_cubic.svg/langcv-640px-Tschirnhausen_cubic.svg.png&w=640&q=50)
Алгебрăлла йĕр
From Wikipedia, the free encyclopedia
Алгебрăлла йĕр, е алгебрăлла лаптак йĕр, — икĕ улшăнакан каплă полиномăн нулĕсене лаптак çине пăнчăсем пек куçарнин результачĕ. Асăннă полиномăн капашне алгебрăлла йĕрĕн капашĕ е речĕ теççĕ. Кунашкал йĕрсене, пĕрремĕш капашринчен пуçласа саккăрмĕш капашли таран, çапла калаççĕ: тӳрĕ йĕр, коника, кубика, квартика, пентика, секстика, септика, октика. Сăмахран, пĕрчĕлле çавракăш — коника, 2-мĕш капашри алгебрăлла йĕр. Вăл x2 + y2 = 1 танлăхпа палăрать, кунта x2 + y2 − 1 полиномăн[1] капашĕ (речĕ) иккĕпе тан.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/53/Tschirnhausen_cubic.svg/320px-Tschirnhausen_cubic.svg.png)
Техникăлла чылай сăлтавсене кура, хайхи полиномăн чăн тымарĕсене çеç мар, комплекслă тымарĕсене те пăхса тухма пулать, çапла вара палăртава хуть те мĕнле уй тĕлĕшпе те анлăлатма май пур.