Академизм
From Wikipedia, the free encyclopedia
Академизм (фр. académisme) — вăл Европан XVII-XIX-ĕмĕрсен ӳнер юхăмĕ. Академизм классикаллă ӳнерĕн тулаш калăпăшĕсенчен ӳссе тухнă. Çав юхăма тытнă пайташĕсем академизм мĕлне авалхи антик тĕнчин тата Чĕрĕлӳ ӳнерĕн кплăпăшĕсен çинчен тĕпчевлĕн шухăшлани тенĕ.
Академизм япаласене илемлĕ йĕркелеме пулăшнă, антикаллă ӳнер йăла-еркине çĕнĕллĕн аталантарнă, çутçанталăкри тата пурнăçри сăнарсене тĕслĕхлĕ илемлĕх калăпăшĕ тăрăх идеаллă шая хăпартнă.
Академизм юхăмĕн паллă пайташĕсем — Францире:Жан Энгр, Александр Кабанель, Уильям Бугро, Шарль Барг, Италире: Луиджи Муссини, Раççейре: Фёдор Бруни, Александр Иванов, Карл Брюллов.