From Wikipedia, the free encyclopedia
Шаблон:Азербайджансем
Азербайджансем azərbaycanlılar آذربایجانلیلار | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
| |||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Тăван ячĕ | азербайджанлылар | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Пурӗ: 29[1] — 31 млн. пуçласа[2] 35 — 40 млн. çити[3][4]
Азербайджан:
АПШ: 5 553—500 000 çын[12]
Канада: 3 465.[14]-275,000.[15] Германи: 15 219 (2006 ç.)[16] - 140,000[17] Казахстан: 85 292 (2009 ç.)[18] | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Чĕлхе | Азербайджан | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Тĕн | Ытларахăшĕ мăсăльман-шиитсем[32]; сахалрахăшĕ — мăсальман-суннитсем[33]. | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Расă тĕсĕ | Европа евĕр расă (Каçпи кĕçĕн тĕсĕ) | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Тăван халăхсем | чĕлхепе: гагаузсем, турккăсем, туркменсем[34] | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Этнос ушкăнĕсем | айрумсем, афшарсем, баятсем, карадагсем, карапапахсем, кашкайсем, терекеменсем, шахсевенсем |
Азербайджа́нсем (азерб. azərbaycanlılar)[35][36][37][35] — тĕрĕк чĕлхиллĕ Азербайджан Республикинчи тĕп, çурçĕр-анăç Иранăн чылай йыш халăх. Пур йышĕ — 24 миллион çын[33]. Антропологи енĕпе чылай азербайджан каçпи тĕсĕ шутне кĕрет.
Азербайджанра 8 миллион ытла çын пурăнать. Патшалăхра вĕсен шайĕ 91 % пулать. Азербайджансăр пуçне, азербайджансем Иран çĕрне йышăнаççĕ, унта вĕсем Анăç Азербайджан, Тухăç Азербайджан, Ардебиль, Зенджан провинцисенче нумайрахăшĕ пурăнать , çаплах Курдистан тата Хамадан провинцисен тухăç районĕсенче, Казвин провинцин çурçĕр районĕсенче кил-çурт çавăрнă. Пысăк азербайджан пĕрлĕхĕсем Тегеран, Кередж, Мешхед хулисенче те пур.
Раççейре азербайджансем тахçанах Кăнтăр Дагестанра пурăнаççĕ, Дербент районĕнче ытларахăшĕ (55,7 %) пулаççĕ тата Табасаран (18 %), Рутул (4 %, Анат Катрух аулĕ) тата Кизляр (3 %, Мăн Бредихи тата Перси аулĕсем) районĕсенче те пурăнаççĕ. Совет вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче шалти иммиграцине пула тата Азербайджанран тата урăх республикăсенчен куçса килнипе халĕ азербайджансем тĕрлĕ йышпа Раççейĕн чылай территоринче палăраççĕ (тĕплĕнрех Раççейри азербайджансем статьяна вулăр).
Грузиире азербайджансем, Тбилисисĕр пуçне, кăнтăр, кăнтăр-тухăç тата ва районĕсене: Марнеули, Болниси, Дманиси, Гардабани (çак тăватă районта вĕсем абсолютлă е кăшт нумайрахăш шутланаççĕ), Сагареджо, Каспи, Мцхета, Цалка, Лагодехи, Карели, Тетри-Цкаро, Гори тата Телави йышăнса пурăнаççĕ. Азербайджансем çаплах Рустави тата Дедоплис-Цкаро хуласенче пурăнаççĕ.
Эрмен-азербайджан хирĕçĕвĕччен (1988) азербайджан çыннисем пурăнакан вырăнсем нумай Эрмени регионĕсенче пулнă, (тĕплĕнрех пăхăр Эриенири азербайджансем), çав шутра Ереванра, унта вĕсем 1897 çулчен пысăк этнос ушкăнĕ шутланнă.[38]
Турцири азербайджансем Эрменипе юнашар районсене: Карс тата Игдыр провинцисене тата Эрзурум провинцин Шенкая тăрăхне йышăнса пурăнаççĕ. Совет тапхăрĕ хыççăн Азербайджанран куçса пынипе азербайджансем Турцин чылай хулисенче вырнаçрĕç.
Туркменистанра азербайджансем уйрăмах пĕрле Туркменбаши (Красноводск) тата Ашхабад хуласенче вырнаçнă.[39]
Унсăр пуçне азербайджансем Европăра, АПШ-ра, Канадăра, Украинăра, Узбекистанра, Казахстанра тата урăх СССР-та пулнă урăх республикасенче вырнаçнă.
Тĕрĕксем Тухăç Кавказ Лешьенне кĕнипе вырăнти йăхсем тĕрĕкленеççĕ те ХI—ХIII ĕмĕрсенче тĕрĕк чĕлхиллĕ азербайджан халăхлăхĕ çуралать[40]. Азербайджансен этногенезне иран халăхĕсем, çаплах кавказ албанĕсем тата урăх кавказ чĕлхиллĕ халăхсем хутшăннă[41]. Азербайджан халăхлăхĕ XV—XVI ĕмĕрсенче, Сефевсен тапхăрĕнче[42], хормăланасси вĕçленет. XIX — XX ĕмĕр вĕçĕнче официаллă раççей докуменчĕсенче азербайджансене туçи тутарĕсем, мăсăльмансем, кавказ лешьен тутарĕсем, ăслăх-этнографи ĕçĕсенче — адербейджан е азербайджан тутарĕсем, тĕрĕксем, азербайджансем тенĕ[43].
Антропологи енĕпе чылай азербайджан европа евĕр расăн ĕнчĕ-иран турачĕн каçпи кĕçĕн тĕсĕ пайне кĕрет.
«Азери» ят авалтанах паллă пулнă. Унпа Персин Азербайджан провинцинчи тĕрĕксемпе хутшăнса кайиччен хальхи талыш тата çухалнă килит чĕлхисене çывăх азери чĕлхипе пупленĕ, иран чĕлхипе калаçакан çынсене палăртнă[44]. Хăш кӳршĕ халăхсем, çав шутра тĕрĕксем те азербайджансенев «азери» теççĕ. Темиçе этнографи ушкăнĕ — карапапахсем, айрумсем, падарсем, шахсевенсем, карадагсем тата урăх. те[45]. Раççейре вĕсене «ту тутарĕсем» тенĕ. Азербайджанра «азербайджан тутарĕсем», е «азербайджансем» термина, пĕрремĕш хут 1891 çулта «Кешкюль» либераллă баку хаçачĕ кĕртнĕ[46]. XIX ĕмĕрĕн вĕçенчен пуçласа XX ĕмĕр пуçламĕшĕчченех «азербайджансем» терминпа этнографсем усă кураççĕ[47][48]. Кавказ тĕрĕкĕсен «азербайджансем» хорми 1930-мĕш çулсенче çирĕпленет.
1918 çулта Кавказ Лешьен сеймĕн азербайджан фракцийĕ, (официаллă «кавказ-тутар»), хăйĕн çĕршывăн «Азербайджан Демократи Республики» (АДР) ирĕклĕхне пĕлтерет. Авал вăхăтра хальхи АДР територийĕ историре Арран ятпа паллă пулнă[49][50] (авалхи Кавказ Албанийĕ, пирĕн эрăччен I ĕмĕр) тата Ширван, çаплах Азербайджан истори хоронимĕ Араксран кăнтăралла [51] Тебриз, Ардебиль хуласемпе Урми кӳлĕ çĕрĕсене, тепĕр сăмахпа авалхи Атропатенăна асăннă. Атропатена хăйĕн ятне авалхи Атропат (Атурпата) тăрăм ятĕнчен илнĕ. Каярах авалхи перс чĕлхинче хоронима арапла улăштараççĕ (Атурпаткан-Адурбадган-Азербиджан-Азербайджан витĕр).[52] Монголсем айĕнчи Азербайджан тесе хăш чухне Арранăн кăнтăр пайне те палăртнă. Çапах та, 1918 çулченех Кавказ Лешьен территоринче «Азербайджан» истори-географи е политика йĕркелу топонимĕпе Азербайджан перси провинцине палăртнă[53][54][55][56][57][58][59][60]. XX ĕмĕрте «Кăнтăр Азербайджан» тата «Çурçĕр Азербайджан» палăртусене пурнăçа кĕртеççĕ. Кемалистсем (каярах Совет Союзĕ те) истори Азербайджанĕпе кăнтăр-тухăç Кавказ Лешьен çĕрне пĕр патшалăха пухасшăн пулнă[61].
Чĕлхи — азербайджан е азери, тĕрĕк чĕхисен кăнтăр-анăç (огуз) турачĕ шутĕнче пулать, персипе арап сĕмĕ питĕ вăйлă сисĕнет. Азербайджанла Азербайджанăн 95 % çынĕ калаçать. Диалект ушкăнĕсем: тухăç, анăç, çурçĕр тата кăнтăр. Азербайджансем хушшинче çаплах вырăс чĕлхи (Азербайджанра, Раççейре, Грузире), перси чĕлхи (Иранра) тата турккă чĕлхи саралнă. XX ĕмĕр тăршшипех азербайджан чĕлхин çырулăхĕ виçĕ хутчен — малтан латин, кайран — кириллица графикинчен (1958 çулта çак алфавита кириллица çинчи, азербайджан чĕлхине вырăнлăрах алфавит çине куçарнă). 1991 çулта Азербайджанра латин алфавичĕпе усă курма тытăнаççĕ.
Азербайджансен чылайăшĕ (иран тата кавказăн чылай пайĕн азербайджанĕсем) шиит ăнлантаруллă (джафар мазхабĕ) ислам йĕркипе кĕл тăвать. Суннитсем (ханафитсем) Азербайджанăн çурçĕр, çурçĕр-тухăç тата хăшпĕр вар районĕсенче пурăнаççĕ. Грузири тата Турцири азербаджан халăхĕ шиит, çаплах суннит ăнлантаруллă ислама йышăннă. Çаплах пĕчĕк йышлă бахайсем, христиансем тата сăртăшсем пур.
Хула çыннисем кавир тĕртеççĕ, ылтăн тата ахах-мерчен ĕçĕпе тертленеççĕ, йывăçпа чула ăсталаççĕ,[62] XIX ĕмĕртен пуçласа — промăçлăх ĕç-пуçĕ çĕкленет; ял хуçалăхĕ — çĕр ĕçĕ, мамăк çитĕнтересси, сад ĕçĕ, иçĕм çитĕнтересси, пурçăн тăвасси,сурăх çăм, какай туса илесси, шултра выльăха ĕрчетесси. Паллă тырă культурисем — тулă, урпа, рис, çаплах вир, ыраш, кукуруза, сĕлĕ.
Азербайджансен чылайăшĕ халĕ хуласенче пурăнать. Ялсем саралса выртаççĕ, тусем çинче терраса евĕр, тӳрем тăрăллă чул çуртсем. Ту çинчи, айлăмри аулсенче çуртсене йывăç тата черепица тăрăллă çуртсем. Çурт-йĕр тумалли материалсем — чул тата шăрантарнă кирпĕч.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.