Ăшăлăх куçăм
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ăшăлăх куçăм — ĕскерти пĕрчĕсен (молекулăсен, атомсен) тĕлли-паллисĕр (хаосла) куçăмĕ; температура мĕн чухлĕ пысăкрах, пĕрчĕсен хăвăртлăхĕ те çавнашкалах пысăкрах.
Пĕрчĕсен ăшăлăх куçăмне палăртма Максвелл валеçĕвĕ текенни пур.
Кунашкал куçăмăн чи паллă енĕ — вăл хаосла пулни. Броун куçăмĕ тата диффузи текен пулăмсем экспериментла, опытла никĕссем пулса тăраççĕ.