Çутлăх самани
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
Çутлăх самани — Европа культурин историйĕнчи пĕр тапхăр. Ăна çавăн пекех Çуттатуртаслăх самани темешкĕн те май пур. Çак тапхăрăн чиккисене чат уçăмлăнан палăртма çук. Вăл Европăри çĕршывсенче тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ вăхăталла пулса иртнĕ. Тĕпрен илсен, XVII тата XVIII ĕмĕрсене ытамлать.
Ку тапхăрта тĕнчери пулăмсем çине тĕн хушнă пек пăхасси сĕвĕрĕлет. Ăславçăсем мĕнпур япаласем çине ăстăн хушнă пек пăхма вĕрентеççĕ. Унччен вĕреннĕ çынсем хăйсене хĕсĕк ушкăнри пек çеç туйнă пулсан, халь вара вĕсем ăславсен çитĕнĕвĕсен халăхăн мĕнпур сийĕсем хушшинче сармашкăн тăрăшнă. Çак енчен пăхсан уйрăмах Францире Дени Дидро тата ыттисем 35 томлă "Энциклопеди" (1751-1780 кăларни уйрăмах кăтартуллă. Маларах Европăра ăслав чĕлхи вырăнĕнче латынь çуренĕ пулсан, ĕнтĕ мала хранццус чĕлхи тухать. Ытти кĕнкесене наци чĕлхисемпех кăларнă.
Раççейре Çутлăх самани, тĕпрен илсен, XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пулса иртет.
Çутлăх самани — чăн малтанах Европари пулăм. Çав вăхăтрах Америка историкĕ Стивен Старр Вăтам ĕмĕрсенче Çутлăх вучахĕ Вăтам Азире тесе шутланă[1].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.