Çурт-йĕр тăваслăх, çурттăвăм[1], хăтлав — çурт, инженери çурт-йĕрне (?) (кĕпер, çул, аэродром), çаплах пĕрлĕх объекчĕсене (инженери эрешĕсене, пĕчĕк архитектура формисене т. ыт.) тăвас ĕç-хĕлĕн тĕсĕ.

Thumb
Çӳллĕ çурт-йĕре туни.

«Хăтлав» (хăтлас) сăмах пирки

«Шăмаршă хыпарĕ» хаçтаран[2]:

Çĕнĕ ФАПсем уçăлĕç. Паянхи куна кунта шыв кĕртнĕ. Халĕ тирпей-хăтлав ĕçĕсем пыраççĕ.

«Хыпар» хаçатран[3]:

Чăваш Республикин Ертӳçи Комсомольски районĕнче Гульнара Хайртдинова хресчен-фермер хуçалăхĕн Комсомольскинчи юр-вар туса кăларакан заводне кĕрсе курчĕ. Унтан Комсомольски салине федерацин наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хăтлас ĕç еплерех пынипе паллашрĕ.

«Авангард» хаçатран (Патăрьел][4]:

Пĕтĕм укçа – яла хăтлама... Çак усĕм темиçе шайри бюджетран укçа-тенкĕ пухса вырăнти социаллă ыйтусене татса пама тăрăшнине çирĕплетет. Апла пулсан ку меслетпе тухăçлă усă кураççĕ. Строительство, реконструкции, юсав, хăтлав кăçал та кашни районтах сарăлнă... Пăчăрлă Пашьелĕнчи çул айне тимĕ р-бетон пăрăх хывн, Васан ял тăрăхĕнче хытă каяш пухмалли контейнерсене лартма лапамсем тунă, Карапай Шăмăршă стадионне хăтланă тата ытти çавнашкал ĕçе пурнăçланă.

«Грани» хаçат (Çĕнĕ Шупашкар)[5]:

Шкулчченхи вĕрентÿ организацийĕсем хăтлас енĕпе хута кайнă федерации программи вĕçленнĕ пулин те республикăра кунашкал ĕç малалла аталанать.

Сăмахсартан[6]:

Хăт. I. сущ. 1. уют удобство и удобства комфорт

Патăрел муниципаллă округĕн тĕп (официаллă) сайтĕнчен[7]:

Пĕтĕм укçа – яла хăтлама

Архитектурăпа граждан çурт-йĕр тăваслăхĕ

Раççейре çурт-йĕре тумашкăн проектланă чухне усă курмалли документ тĕсĕсем

Ĕç тата çурт-йĕр тăваслăхĕн тĕсĕсем

Тăвакан объектсене пулас ĕç-пуç тĕлĕпе çапла уйăраççĕ:

  • Промăçлă (савутсем, фабриксем)
  • Транспорт (çулсем, кĕперсем, тоннельсем)
  • Граждан пурăнан çурт-йĕр тăвăмĕ (пурăнан çуртсем, пĕрлĕх çурчĕсем)
  • Гидротехника (пĕвесем, дамбăсем, каналсем, çырана çирĕплетӳ çурт-йĕрпе хатĕрлĕх, шывусравĕсем)
  • Гидромелиораци (шăвару, типĕтӳ системисем)

Çурт-йĕр тăвăмĕн кашни тĕсĕ валли план, проект, çурт-йĕр тума тата усă курма ятарлă ушкăн кирлĕ.

Thumb
Миллениум стадион çурт-йĕр тăвăмĕ. Кардифф, Уэльс

Çав. пекех

  • Девелопмент
  • Çурт-йĕр тăвакан компанисен ят-йышĕ
  • ФИДИК
  • Сейсмо изоляцийĕ

Асăрхавсем

Вуламалли

Wikiwand in your browser!

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.

Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.