From Wikipedia, the free encyclopedia
Çурçĕрти магни́ по́люсĕ — Çĕрĕн магнит уйĕн векторĕ тĕп-тĕрĕс аялалла (сий çине 90° кĕтесле) пулакан çĕр сийĕн çурçĕрти поляр облаçĕнчи килĕшсе йышăннă вырăн.
Çурçĕрти магнит полюсĕ географири çурĕрти полюспа пĕрех мар. Çавăнпа компас сăнни çурçĕрелле тĕрĕсех палăртмасть, патнелле кăна кăтартать.
Çурçĕр çĕрчăмăрĕнчи магнит полюсне тĕрĕссĕн палăртмашкăн экспедицисене 1831, 1904, 1948, 1962, 1973, 1984, 1994 [2], 2001 тата 2007[3] çулсенче йĕркеленĕ.
Çурçĕрти магнит полюсĕ çурçĕр — çурçĕр-анăç тĕлнелле куçăнать, унсăр пуçне, талăкра Çĕр çийĕнче унăн пысăк тĕнĕлĕ 85 км таран овал тăвать[4].
Çапла, полюсăн кирек хăш координачĕсем вăхăтлăха та тĕрĕс мар шутланаççĕ. XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнчен пуçласа полюс хăвăрттăнах Таймыр патнелле шуçать.
Çурçĕрти магнит полюсĕн йĕкĕрешĕ кăнтăрти магнит полюсĕ шутланать, вăл вара Антарктикăра вырнаçнă.
Çурçĕрти магнит полюсĕ[5][6] | (2001) 81°18′ с. ш. 110°48′ з. д.HGЯO | (2004) 82°18′ с. ш. 113°24′ з. д.HGЯO | (2005) 82°42′ с. ш. 114°24′ з. д.HGЯO | (2010)[7] 85°00′00″ с. ш. 132°36′00″ з. д.HGЯO | (2012)[7] 85°54′00″ с. ш. 147°00′00″ з. д.HGЯO |
Кăнтăрти магнит полюсĕ[8][6] | (1998) 64°36′ ю. ш. 138°30′ в. д.HGЯO | (2004) 63°30′ ю. ш. 138°00′ в. д.HGЯO | (2007) 64°29′49″ ю. ш. 137°41′02″ в. д.HGЯO | (2010)[7] 64°24′00″ ю. ш. 137°18′00″ в. д.HGЯO | (2012)[7] 64°24′00″ ю. ш. 137°06′00″ в. д.HGЯO |
2005 çулта Оттавăра Канадăн çутçанталăк ресурсĕсен министерствин геомагнит лабораторин ертӳçи Ларри Ньюит каланипе, Çĕрĕн çурçĕрти магнит полюсĕ, минимум 400 çул каярах Канадăра «пулнăскер», çак çĕршывран «тухса кайнă». Магнит полюсĕ, куçăнаканскер, XVII ĕмĕрĕн пуçламăшшĕнче хальхи канад Арктикин пак пăрĕсен чиккисенче вырнаçнăскер Канадăн 200-миль зонине пăрахса хăварнă, XXI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче хăвăрттăн Тухăç çурчăмăрне çитнĕ, кайран Раççейĕн Арктикăри секторне лекнĕ[9], унăн куçас характерĕ тĕпренех улшăнмасан, XXI ĕмĕрĕн варринче Çĕпĕре çитет[10].
1831 çулта, полюса пĕремĕш хутчен палартнă хыççăн, 2019 тĕлнелле полюс Çĕпĕр еннелле 2300 км ытла куçса кайнă та халĕ хăвăртланса пырать. 2000 çулта куçăм хăвăртлăхĕ пĕр çулталăкра 15 км куçнă пулсан, 2019 çулта 55 км куçнă. Çакăн пек хăвăрт дрейф пулнипе Çĕрĕн магнит уйĕпе ускуракан навигаци системисене, сăмахран, смартфон компасĕнче е карапсемпе самолётсен резерври навигаци системисенче, тăтăшрах тĕрĕслесе тăмалла[11].
2022 çул тĕлнелле, экстраполяцилле хакланипе, Çурçĕрти магнит полюсĕ 86°18′ с. ш. 151°54′ в. д.HGЯO координатсенче вырнаçнă[12].
1831 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнче акăлчан поляр тĕпчевçи Джеймс Росс — Джон Росс тăванĕн ывăлĕ — Канад архипелагĕнче, Бутия çурутравĕн Аделаида сăмсахĕнче (70°05′00″ с. ш. 96°47′00″ з. д.HGЯO) Çĕрĕн Çурçĕрти магнит полюсне[13][14] — магнит сăнни вертикаллĕ тăракан (магнит тайăнăвĕ 90° тан) облаçне — уçнă. Джеймс Росс çак вырăнта виçнĕ магнит тайăмĕ 89°59'[15] танлашнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.