From Wikipedia, the free encyclopedia
Çил арманĕ — çил хăватне арман çуначĕсемпе тытса механика ĕçне тăвакан аэродинамика механизмĕ. Çил арманĕсенче çăнăх авăртаççĕ.
XVI ĕмĕр вĕçĕнче Нидерланд çĕрĕсенче çиле хирĕçле çаврăнса ĕçлекен туруллă армансем тăваççĕ.
XVIII ĕмĕрĕн вĕçне çитичченех шыв арманĕсем Европăри çителĕклĕ çиллĕ вырăнсенче питĕ анлă саралнă пулнă. Вăтам ĕмĕрсенчи турăшсене тишкерсен çил арманĕсем Европăн çурçĕр облаçĕсенче: Францин чылай пайĕнче, Анатри Çĕрсенче нумай ĕçленине палăртма пулать, çыран хĕрринчи районсенче (Аслă Британи, Польша, Балтиçумĕ, Çурçĕр Раççей тата Скандинави) ун чухне 10 000 яхăн çил арманĕ ларнă. Европăн ытти регионĕсенче темиçе арман кăна ĕçленĕ. Кăнтăр Европăри патшалăхсенче (Испани, Португали, Франци, Итали, Балкан, Греци) турул-çил арманĕсене хăпартнă, вĕсен тăррине тӳрĕ конус евĕр ăсталанă.
XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче пĕтĕм Европăра экономика енчен питĕ хăвăрт хăпарнă, çăнăх авăртас промăçлăх та кирлĕ чухлĕ ӳснĕ. Кашни хăй ĕçлевлĕ ăста йышĕ ӳснипе арман шучĕ те харăс нумайланать.
Раççейре çил арманĕсенче тырă авăртнă е шыва çӳле хăпартнă. Хальхи çил вăйĕпе ĕçлекен электростанцисем электрохăватпах пĕчĕк хуçалăхсене тивĕçтереççĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.