Çарçăсен чаçĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Çарçăсен чаçĕ (в.ч.), СССРта тата унчен СССР пулнă территорисенче — çирĕплетнĕ штатпа Хĕçпăшаллă вăйсенче тата ытти çарсенче организаци енчен хăй тĕллĕн тытăнса тăракан çапăçулăх тата администраци-хуçалăх пĕрчи[1][2].
- Ку ăнлава Çар чаçĕ тенипе пăтраштармалла мар
Çарçăсен чаçĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:
- Пĕрлешӳсен тата пĕрлешнĕлĕхсен (бригадăсен, дивизисен, корпуссен, армисен, флотсен т.ыт.те) штабĕсем тата хĕсметлĕхĕсем, ытти çавнашкал ертÿлĕхсем[3][4];
- полксем — пурте;
- уйрăм батальонсем (дивизионсем, эскадрилйăсем) — полксен шутне кĕменнисем;
- уйрăм ротăсем — батальонсемпе полксен шутне кĕменнисем.