![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/c/c6/Museum_of_History_of_Donetsk_metallurgical_plant_%2528012%2529.jpg/640px-Museum_of_History_of_Donetsk_metallurgical_plant_%2528012%2529.jpg&w=640&q=50)
Çăпата
From Wikipedia, the free encyclopedia
Çăпата — Раççейре ĕлĕкрен, ял таврашĕнчĕ 1930-мĕш çулсенчченех анлă сарăлнă, йывăç хуппинчен (çăка, хурама, хурăн хуппирен е курăсран ăсталанă атă-пушмак. Çирĕпрах пултăр тесе тĕпне çăка хуппи, вĕрен е тир çĕленĕ. Пыльчăклă çанталăкра çăпатана упрас тесе, тĕпне вĕренпе йывăç калăп майлаштарса çыхнă. Çăпатине тăла çине тăхăнса çиелтен çав курăсранах тунă çыххипех çыхнă.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/c/c6/Museum_of_History_of_Donetsk_metallurgical_plant_%28012%29.jpg/640px-Museum_of_History_of_Donetsk_metallurgical_plant_%28012%29.jpg)
Çăпата тӑхӑнас умӗн урана тӑла сырнӑ.
Çăпата тăвас ĕçĕ хаклă пулман, тумалли хатĕрĕсем ал айĕнче, тăвас мелĕ ансат пулнă, (арçынсем ачаллах çăпата хуçма пĕлнĕ), анчах ку япала çирĕпех пулман.
Çăпатапа вырăс, карел, мордва, тутар, финн, эстон, чăваш халăхĕ анлă усă курнă. Япунсем те (варадзи), çурçĕр американ индейĕсем те, австрали аборигенсем те çăпата евĕрлĕ атă-пушмакпа усă курнă.
Норвегри XII ĕмĕрĕн 2-мĕш çурри - XIII ĕмĕр пуçламăшĕн граждан вăрçинче хутшăнакансем, чухăна тухнă бонд-хĕресченсем, ытларах хурăн хуппирен ăсталанă çăпатапа çӳренĕ, çавăнпа вĕсене биркебейнерсем тенĕ (биркебейнер — тӳррен куçарсан «хурăн ураллă», «çăпатаçă» пулать).