Эстамп
From Wikipedia, the free encyclopedia
Эстамп (фр. estampe, итал. stampa) — гравюралла е урăх майпа пичет калăпĕнчен (матрицаран) хут çине çапăнтарнă графикалла ÿнер хайлавĕ. Эстамп, тиражла графика пулнă май, авторлăхне илсен хăйне май енлĕ: ÿнерçи хăй е пичет ĕçченĕ ÿнерçĕпе пĕрле пичетленĕ пур пичетленĕ хайлавĕ те оригинал шутланать.
Европара эстамп техникисем XV -мĕш ĕмĕртен паллă пулса тăнă. Малтанах вăл ÿнер ĕçĕнче пăхăнман уйрăм вырăн йышăнман, пичетри пулăшуллă техникалла мел çех пулнă. Пĕрремĕш пичет хайлавĕсем йывăç хăмасенчен гравюра касса тунă. Вĕсене хаклă та чаплă ÿнер хайлавĕсене илме пултарайман пуянах мар çынсем туяннă. Анчах та, эстамп — чăрмавлă тата ÿнерçĕн асталăхне кăтартма хистекен ĕç.