Курт чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Курт чĕлхи (كوردی, Kurdî) — индоевропа челхисен çемйин иран чĕлхисен анăç иран ушкăн айĕнчи чĕлхе. Курт халăхĕн чĕлхи, официаллă мар Куртистанра сарăлнă.
Чĕлхе темиçе пайа уйрăлса саланчĕ (йăлаллă диалект теççĕ): курманджи (çурçĕр курт), сорани (тĕп курт), зазаки, горани (гурани), лаки. Фонетикăри тата тымарĕн тытăмĕ енчен уйрăмлăхĕсем нумаях мар, çапах морфологийĕпе урăхла пулаççĕ, çавăнпа та чĕлхен тĕрлĕ диалекчĕсемпе пуплекен халăхсем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ.
Халĕ «курт чĕлхин» виçĕ диалекчĕне (чĕлхене) палăртаççĕ:
- курманджи, е çурçĕр курт (СССР, Ирак, Турци, Сири);
- сорани, е тĕп курт (тухăç Ирак, Иран);
- келхури, е кăнтăр курт (кăнтăр-тухăç Ирак, анăç Иран).
Ытти диалекчĕсем — (зазаки е кырманчки (курманджи мар!), горани тата ыттисем), калаçакан çыннисем хăйсене куртсем тесен те, лингвистика енчен чĕлхисем хăй тĕллĕ шутланаççĕ. Тепĕр енчен, езидсем тĕнпе куртсемпе пĕр тĕслĕ пулмасан та, çапах езид чĕлхи — курманджи диалекчĕ.