Кăмпасем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кăмпа (Fungi е Mycota) — эукариотлă организмсене пĕрлештерекен, ӳсентăрансемпе чĕрчунсем хушшинче тăракан чĕрĕ çутçанталăкăн патшалăхĕ.
Кăмпа пур биологи шайĕче те — шывра, типĕ çĕр çинче тата сывлăшра – тĕл пулать. Вăл биосферăра паллă вырăн йышăнать, пур органикăллă материалсене те аркатать, çавăнпа чылай кăмпа хуçалăха пысăк сăтăр тăвать. Нумай кăмпа ӳсентăрансемпе чĕрчунсен (çыншăн та) паразичĕ шутланать, хăрушă чирсем сарать. Кăмпан тĕрлĕ тĕсĕсемпе хуçалăхра тата медицинăра усă кураççĕ.