Ӳнер пĕлĕвĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ӳнер пелĕвĕ, ӳнер пӗлӳлӗхӗ, ÿнер тĕпчевĕ — ӳнере тишкерекен (ытларах сӳретле ӳнер, капăрлату-килтерĕш ÿнерӗ тата архитектура) гуманитари ӑслӑхӗсен тӗсӗ, дисциплинисен комплексӗ.
Çавăн пекех ӳнер тиркевĕ текенни те пур. Вăл ăнлав хайлавсемпе пулăмсене чи малтан («вĕрилле») тишкернине пĕлтерет. Ӳнер тиркевĕпе ÿнер пĕлĕвĕ хушшинче университетла тиркев текенни тăрать[çăлкуç кирлĕ].
Ӳнере «вĕрилле» тишкерекене ӳнер тиркевçи теççĕ. Пусăрăнса ларса тĕплĕн тĕпчекен вара ӳнер тĕпчевçи пулать.