Юрилле суйлану
From Wikipedia, the free encyclopedia
Юрилле суйлану, çавăн пекех халăх селекцийĕ — этем чĕрчунсен тата усентăрансен тĕсĕсен кирлĕ пайташĕсене уйăрса илсе малашнехи ăрусенче те аталантарма юри (ятарласа) хăварса пыни.
Çак ĕçе профессилле майпа туса пынине селекци теççĕ (кунсăр пуçне селекцин урăх меслетсем те пула пултараççĕ тата пур).