Шахиншах
From Wikipedia, the free encyclopedia
Шахинша́х е шаханша́х («Шаханшах» вариант оригинала çывăхрах, çапах та сайра, ятарлă литературăра кăна, ускураççĕ. Пĕрлехи сăмахсарсенче «шахиншах» çыраççĕ; (ав.-перс. 𐎧𐏁𐎠𐎹𐎰𐎡𐎹 𐏐 𐎧𐏁𐎠𐎹𐎰𐎡𐎹𐎴𐎠𐎶 xšāyaθiya xšāyaθiyānām, пехл. šāhān šāh, перс. شاهنشاه [shāhanshāh] — «патшасен патши») — авалхи перс (миди кăкĕнчен тухнăскер, ăна Ахеменидсем йышăннă), каярах иран монархĕсен титулĕ, Европăра ăна император титулĕ тан пулать. Титула асăнни — Унăн Император Аслăлăхĕ.
Çавăн пекех пăхăр: Перси патшисем.