Хендрикс Джими
From Wikipedia, the free encyclopedia
Джи́ми Хе́ндрикс (акăл. Jimi Hendrix; çурăлнă чух Джонни Аллен Хендрикс, акăл. Johnny Allen Hendrix; кайран Джеймс Ма́ршалл Хе́ндрикс çине куçарнă (акăл. James Marshall Hendrix; чӳк, 27 1942, Сиэтл, Вашингтон, АПШ — авăн, 18 1970, Лондон, Англи) — американ гитарисчĕ, юрăç тата композитор. Рок кун-çулĕнчи чи хăюллă та ăслайлă виртуозĕ.
Хендрикса пурнăçĕнчех феномен [1] тата гений тенĕ[2]. Вăл электрогитара сасси мелĕн вĕçĕмсĕр çăлкуçне уçнă. Хендрикс çĕнĕлĕхĕсем пирки асăнсан, тиркевçĕсем вăл электрогитарăн диапазонĕпе сăмахсарне анлăлатнă тата рок-мусăкăн сăн-питне улăштарнă. Хендрикс мусăккипе Стиви Рэй Вон, Фредди Меркьюри, Эрик Клэптон, Пит Таунсенд, Пол Маккартни [3], Брайан Ино[4], Брайан Мэй, Зак Вайлд[5], Энтони Кидис тата урăх паллă мусăкçăсем тĕлĕнсе савăннă.