Тĕнчери океан
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тĕнчери океа́н — материксене тата утравсене хупăрлакан тăварлăхĕпе пĕрпекехрех гидросферăн тĕп пайĕ, Çĕрĕн татăлмисĕр те талккăшлех мар шыв сийĕ. Тĕнчери океан Çĕр сийĕн 70,8 яхăн % йышăнать, унăн йывăрăшĕ 1,34·1021 кг (Çĕр йывăрăшĕн 0,022 % пулать).
Континентсем тата мăнтай архипелагсем тĕнчери океана тăватă пысăк пая уйăраççĕ: Атлантика, Инди, Лăпкă тата Çурçĕр Пăрлă океана. 2000 çулта Тĕнчери гидрографи организацийĕ вĕсенчен Кăнтăр океан уйăрма сĕннĕ[1].
Океансен пысăкрах регионĕсен тинĕссем, кӳлмексем, тинĕс пырĕсем тесе палăртаççĕ. Çĕр çинчи океансене тĕпчекен ăслăха океанологи теççĕ.