Спаржа яшки
From Wikipedia, the free encyclopedia
Спаржа яшки — Европăра анлă сарăлнă апат-çимĕç, яшка. Европа кухнин пĕр пайĕ. Спаржа текен пахчаҫимĕçе ятарлă пусăсенче (плантацисенче) ÿстереççĕ, çитĕнтереççĕ.
Спаржа яшки | |
Компонентсем | |
---|---|
Кирлисем | |
Шаблон:Карточка/Викикĕнеке | |
Медиафайлы на Викиампар |
Кунашкал яшка уйрăмах Германире пысăк вырăн йышĕнать[1] Спаржăна хăйне вара унта «пахчаçимĕçсен патши» теççĕ[2].
Спаржа яшки — популярлă сезонла çимĕç, уйрăмах голланд соусĕпе варăнтарнă пĕçернĕ спаржăпа[3] пĕрле. Германире суту-илÿре чĕркемленĕ яшка-концентратсем пур[4][5].
Спа́ржа (лат. Aspáragus) — спаржăллисем йышĕнчи ӳсентăрансен речĕ, вĕсем пĕтĕм тĕнчипех ÿсессĕ, уйрамах типĕ климăтра. Ытларах анлă сарăлнă тĕс — эмелле спаржа (Asparagus officinalis). Спаржăсен пĕр тĕсĕсем — курăк, теприсем — çурма тĕм.
Хăшпĕр спаржăсен (эмелле спаржа, кĕске çулçăллă спаржа, хурсăллă спаржа[6]) хунавĕсен çулти пайĕсем (20 см тĕлнелле) деликатес шутланаççĕ.