Пастораль
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пастора́ль (фр. pastorale «кĕтӳçĕн, ялти») — ялти лăпкă та ахаль пурнăçа хавхалантаракан литературăри, сăрăпа çырнăри, мусăкри тата театрти жанр.
- Пастораль мусăкĕ, çутçанталăка е ялти пурнăçа ӳкерсе кăтартакан пысăк та, пĕчĕк те хайлавсем. Пастораль мусăкĕн виçисем урăхларах 6/8, 12/8, мелодийĕ тӳлек лăпкă, тăтăшах терци икхутлатать. Тĕслĕхĕсене Антонио Вивальди, Доменико Скарлатти, Франсуа Куперен, Иоганн Себастьян Бах тата урăх композиторсен пултарулăхĕнче илтме пулать. Çаплах Бетховенăн «Пастораль симфонийĕ» пур.
- Идеализациленĕ ялти пурнăса кăтартакан опера, пантомима, балет. Пастораль оперисене Кристоф Виллибальд Глюк, Вольфганг Амадей Моцарт, Жан Батист Люлли, Жан Филипп Рамо хайланă.