Ахаль тилĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ахаль тилĕ — кĕлетке тăршшĕ 70-80 сантиметр пулать, хӳри - 40-50 см. Йывăрăшĕ тиллĕн - 5- 10 килограмм. Тилĕ кĕске ураллă. Пуçĕ шĕвĕр сăмсаллă. Пысăк хăлха çунатти шĕвĕр вĕçлĕ, вăрăм хӳри çăмламас, кĕлетки хĕрлĕрех тĕслĕ. Пирĕн тăрăхра тилĕ пур çĕрте те пурăнать, сĕм вăрмана кăна тиркет. Çиессе вăл темĕн те çиет: шăши, йĕкехӳре, арлан, шапа, калта, ăман, тĕрлĕ хурт-кăпшанкă. Хĕлле çынсем килте тытакан выльăха, чăх-чĕпе тапăнать. Тилĕ 25 çул таранах пурăнма пултарать, анчах нумай чухне ĕмĕрĕ 6-7 çултан иртеймест. Тăшманĕсем нумай мар пулин те, тилĕ час-часах тĕрлĕ чир-чĕрпе аптрать. Тилĕсем, уйрăмах, уртаракан чирпе час-часах вилеççĕ.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тилĕ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.