Арăслан
From Wikipedia, the free encyclopedia
Арăслан (Panthera leo) — кушак çемйин тискер текĕрĕн сĕтĕçекенсен класĕн тĕсĕ. Çитĕнсе çитнĕ аçасем пысăк çилхĕллĕ, йывăрăшĕ 150—225 кг, хăш чух 240 кг та çитет, вăрăммăшĕ (хӳресĕр) 1,6 — 2,2 м, хӳри — 90 — 110 см, çӳллĕшĕ мăй тĕллĕнче 90 — 110 см. Амисен йывăрăшĕ 100—150 кг, хăш чух 160 кг çитет.
Арăсланăн инди (ази) тĕсĕн йывăрăшĕ 150—225 кг (вăтамми 180 кг). Çăра çилхеллĕ, лутра кĕлеткеллĕ, утса пынă чух пуçĕ хулпуççи çӳлĕшĕнче е аяларах.
Арăслансем çеçенхирсемпе саваннасенче пурăнаççĕ, вăтам калăплă, чĕрнеллĕ чĕрчунсене тытса çиеççĕ. Сунара тухса тытмалли чĕрчун патне çывăха шăвăнса пыраççĕ, тин вара ыткăнса хăвалаççĕ.
Арăслансем тискер сĕт ĕçекенсем шутланаççĕ, çемйеллĕ ушкăнпа прайдпа пурăнаççĕ. Прайд шутĕнче пĕр аçа, çитĕннĕ темиçе амапа çурасем. Амасем прайд валли сунар ирттереççĕ, аçи — территорине сыхлать. Çамрăк аçасене прайдран хăваласа яраççĕ.